Росприроднадзор инспекторӗсем Тӑвай районӗнче вырнаҫнӑ «Акконд-Агро» фирма ҫутҫанталӑка хӳтӗлессипе ҫыхӑннӑ саккуна пӑснине тупса палӑртнӑ. Ҫавна май агропредприятие йӗркене пӑхӑнса ӗҫлеме хушнӑ.
Инспекторсем палӑртнӑ тӑрӑх, «Акконд-Агро» каяш мӗн чухлӗ кӑларассине тата ӑна ӑҫта вырнаҫтарассине палӑртман иккен. Предприятин тавралӑха витӗм кӳресси ҫинчен деклараци те пулман. IV класлӑ хӑрушлӑх шутланакан каяшпа ӗҫеме шаннӑ ҫын вара ятарлӑ пӗлӳллӗ те пулман.
Ҫутҫанталӑка сыхлассипе ҫыхӑннӑ ҫак тата ытти хӑш-пӗр кӑлтӑка пӗтерме хушса Росприроднадзор инспекторӗсем хут шӑрҫаланӑ.
Агропромышленность комплексӗн ветеранӗсене хресчен-фермер хуҫалӑхӗн ертӳҫи Александр Краснов савӑнтарнӑ. Кун пирки Чӑваш патшалӑх аграри университетӗнче пресс-службӑра тӑрӑшакан Надежда Осипова Фейсбукра пӗлтернӗ.
Фермер ҫӗр ӗҫӗпе аппаланнипе пӗрлех аслӑ шкулта экономика факультетӗнче вӗренет. Вӑл — «Агровыбор» нимеҫӗсен альянсӗн пайташӗ.
Чӳк уйӑхӗн 14-мӗшӗнче ҫамрӑк фермер тата асӑннӑ альянсӑн ертӳҫи Надежда Сергеева 20 ветерана пӗрер михӗ ҫӗрулми валеҫсе панӑ. Ҫӗрулмине Патӑрьел районӗнче туса илнӗ.
«Александр Краснова пулӑшнӑшӑн питӗ пысӑк тав», – тенӗ, сӑмахран, Аркадий Багаутдинов. «Ҫӗрулми питӗ тутлӑ», — савӑнса тав тунӑ Клара Груздеван хӗрӗ Галина Ширыпкина.
Чӑваш Енре усӑ курман ял хуҫалӑх тӗллевӗллӗ ҫӗрсем сахалланса пыраҫҫӗ. Кун пирки республикӑн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗ тӗнче тетелӗнчи хӑйӗн ушкӑнӗсенче пӗлтернӗ.
Ҫулталӑк пуҫланнӑ тӗле илсен, усӑ курман ҫӗрсен лаптӑкӗ 28 пин гектар пулнӑ, кӑҫал вӗсенчен 10 пин гектарне пусӑ ҫаврӑнӑшне кӗртнӗ.
Канаш, Комсомольски Красноармейски Шӑмӑршӑ тата Елчӗк районӗсенче усӑ курман ҫӗрсем ҫук.
Усӑ курман ҫӗрсене пусӑ ҫаврӑнӑшне кӗртес плана пурнӑҫланӑ районсен шутӗнче — Улатӑр, Патӑрьел, Куславкка, Хӗрлӗ Чутай, Муркаш, Пӑрачкав, Вӑрмар, Шупашкар, Етӗрне тата Тӑвай.
Иртрӗ чӑваш нацин конгресӗн тӑватӑ ҫулта пӗрре шавласа илекен Аслӑ Пуху кунӗ. Халлӗхе асрах-ха тӗлпулусем, калаҫусем. Паллах, ку пуху пирӗншӗн черетлӗ событи пуласса шаннӑччӗ. Пухӑва хатӗрлекеннисен ӑш пиҫрӗ пуль чупа-чупа… Ялтисем патнех хускатнӑ хумсем ҫитеймен, хӑш-пӗрисем ҫеҫ хӑрах хӑлхипе темӗскер илтнӗ пек, ЧНК мӗне пӗлтернине чылайӑшӗ маннӑ та.
Эпӗ хам ял музейӗсен ячӗпе делегата суйланнӑран самаях хӑшкӑлтӑм ҫак тапхӑрта: килнӗ хӑнасене кӑтартма «СССР музейӗн» выстӑвкине йӗркелерӗм, хам утарҫӑ пулнӑран чи тутлӑ чӑваш пылне те илсе килтӗм… Кӗтнӗ пекех чылайӑшӗ экспонатсем патне пырса тӗлӗнчӗҫ, савӑнчӗҫ. Анчах та пуҫлӑхсем ҫав кун чӑвашсемпе, Шупашкар хулипе ҫыхӑннӑ экспонатсене курми пулчӗҫ, иртсе кайрӗҫ ҫуммипе. Культура министрӗ те виҫӗ утӑм туса пырса пӑхмарӗ, интересленмерӗ, тӑрӑшакансене сӑмахпа та пулин йӑпатмарӗ.
Пӗр-ик кун маларах чӑвашсен, Виталий Петрович Станьял никӗсленӗ ваттисен канашӗн «халӑх хуралӗн» председательне мана суйларӗҫ. Килӗшме тиврӗ. Ҫак витӗме те вырӑна хурса ҫыратӑп та ҫак ҫырура курни-илтнине, хамӑн сӗнӳсене.
Паян Чӑваш Енри ял хуҫалӑхӗпе тирпейлекен промышленноҫра ӗҫлекенсем професси уявне пуҫтарӑннӑ. Правительство ҫуртӗнче вӗсене республика Элтеперӗ Олег Николаев патшалӑх наградисемпе чысланӑ.
«Кунта паян ял хуҫалӑх отраслӗнче тӑрӑшакан уйрӑмах тӑрӑшуллӑ, хӑйсен витӗмлӗ тӳпине хывнӑ (сирӗн пирки сирӗн ӗҫтешӗрсем тата коллективӑрсем, халӑх ҫапла шухӑшлать) ҫынсем пуҫтарӑннӑ», — ҫапларах палӑртса хӑварнӑ Элтепер.
Ял хуҫалӑхӗнче тата агропромышленноҫра ӗҫлекенсене вӑл уявпа саламланӑ.
Палӑртар: асӑннӑ отрасль ӗҫченӗсен професси кунне юпа уйӑхӗн иккӗмӗш вырсарникунӗнче палӑртаҫҫӗ-ха. Анчах пирӗн патра ӑна уй-хирти ӗҫе вӗҫленӗ хыҫҫӑн пуҫтарӑнаҫҫӗ.
Куславкка хулинче сыснасен Африка мурне тупса палӑртнӑ май карантин тесе йышӑннӑ. Документа республика ертӳҫи юпа уйӑхӗн 16-мӗшӗнче алӑ пуснӑ. Ӑна республикӑн влаҫ органӗсен офциаллӑ порталӗнче вырнаҫтарнӑ. Шӑпах асӑннӑ кунран пуҫланнӑ та карантин тапхӑрӗ. Вӑл ятарлӑ йышӑну тӑвичченех тӑсӑлӗ.
Чӑваш Енӗн Ял хуҫалӑх министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, чир паллине Сарту облаҫӗнчен кӳрсе килнӗ какайра асӑрханӑ.
Африка мурӗллӗ аш Куславккари Шоссе урамӗнчи 9-мӗш ҫуртри 8-мӗш сивӗтмӗшре упраннӑ, унта выльӑх-чӗрлӗх какайне вакламалли пӳлӗмре, унти температурӑна тытса тӑракан камерӑра тытнӑ.
Ӗнер Етӗрне районӗнче фермерсен республикӑри слечӗ иртнӗ. Унта курав-ярмӑрккӑ та йӗркеленӗ. Фермерсен пухӑвне республикӑри тӳре-шара пухӑннӑ. Ҫав шутра республика Элтеперӗ Олег Николаев, республикӑн Министрсен Кабинечӗн Председателӗн ҫумӗ — ял хуҫалӑх министрӗ Сергей Артамонов пулнӑ.
Республика ертӳҫи район администраци пуҫлӑхӗсене уйрӑм хушма хуҫалӑхсене агропредпринимательствӑна тата ял хуҫалӑх потребкооперацине явӑҫтарма сӗннӗ.
«Кӑҫал ҫӗнӗрен фермер хуҫалӑхӗсем йӗркеленӗ ҫынсен, грант конкурсӗсенче ҫӗнтернисен йышӗ ӳсрӗ», — тенӗ Сергей Артамонов.
Кӑҫалхи ҫурла уйӑхӗн 1-мӗшӗнче пирӗн ҫӗршывра ял хуҫалӑхӗн микроҫыравӗ пуҫланнӑччӗ, халӗ вӑл вӗҫленнӗ.
Ҫав ҫырав вӑхӑтӗнче кӑсӑклӑ фактсене тупса палӑртнӑ. Сӑмахран, пирӗн республикӑра кӑнтӑр енчи улма-ҫырлана туса илни. Уйрӑм ҫынсен пахчисенче абрикос, черешня, арбуз, иҫӗм, дыня, киви, шелковица, алыча ӳсет. Ял ҫыннисем цесарка, мускус кӑвакалӗ (индоутка), чили ӑрачӗллӗ чӑх (араукан) ӗрчетеҫҫӗ. Аракуансем кӑвак ҫӑмарта тӑваҫҫӗ.
Ҫыравҫӑсем 234 пин ытла уйрӑм ҫын хуҫалӑхӗнче, коммерцилле мар 769 пӗрлешӳре пулнӑ. 353 ял хуҫалӑх организацийӗпе 1388 фермер патӗнче те пулнӑ.
Канмалли кунсенче Шупашкарта «Кӗр парнисем» ярмӑрккӑ ӗҫлеме тытӑнӗ. Унта пахча ҫимӗҫе йӳнӗрехпе туянма пулать.
Авӑн уйӑхӗн 11-мӗшӗнчен суту-илӳ лапамӗсем тӑватӑ вырӑнта ӗҫлеме пуҫлӗҫ: «Кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ», «Николаевски», «Ҫурҫӗр ярмӑркки» суту-илӳ комплексӗсенче, «Шупашкар» пасарта.
Пахча ҫимӗҫсӗр пуҫне «Кӗр парнисем» ярмӑрккӑра пыл, йывӑҫ-тӗм хунавӗсем, чечексем, сӗт юр-варӗ, кӗрпе таврашӗ сутӗҫ. Хула администрацийӗ ирттернӗ мониторинг ҫирӗплетнӗ тӑрӑх, ҫакнашкал пасарти тавар 30 процент йӳнӗрех.
Чӑваш Енре чрезвычайлӑ лару-тӑру режимӗ туса хунӑ. Ӑна кӑҫалхи шӑрӑха пула, тата тӗрӗсрех каласан, ҫавна май ял хуҫалӑх культурисен тухӑҫӗ пӗчӗк пулнӑран йышӑннӑ.
Регион пӗлтерӗшлӗ чрезвычайлӑ лару-тӑру режимӗ ӗнертен, авӑн уйӑхӗн 7-мӗшӗнчен, пуҫланнӑ.
Тухӑҫ пӗчӗккине пула шар курнине чакарассипе республикӑн Ял хуҫалӑх министерстви ҫывӑх вӑхӑтра ятарлӑ мероприятисен планне хатӗрлӗ.
Сӑмах май каласан, авӑн уйӑхӗн 6-мӗшӗнче ведомствӑра канашлу иртнӗ. Унта ял хуҫалӑх культурисене мӗн чухлӗ лаптӑк ҫинче тата мӗн таран пуҫтарса илнине тӗплӗн палӑртмаллине асӑнса хӑварнӑ. Ӗнер вара Ял хуҫалӑх министерстви видеоконференци ҫыхӑнӑвӗпе рйонсемпе канашлу ирттернӗ, унта тӑкака саплаштарас ыйтӑва тишкернӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |